так называют человека, которого приглашают для совершения моления божеству „той торри“. Б. Олг. Той хăтине чĕнетĕп той тори чӳклеме, килчĕ ман пата, чӳклетпĕр. Çырлах, той тори, Матвей пуçне той тори сулăх партăр, çĕр çол порнма полăштăр. (Имя этого той хăти — Миххĕни). Бгтр. Ĕлĕкрех чăвашсем сăра ĕçнĕ чух пичке пуçласассăн, виçĕ хут тăрса алăк патнеле пахса пуçапатьчĕç, тет. Кам та пулин кил хушшинче чирлесессĕн, пĕр юратнă çынна илсе килсе, мăкăр пысса çиетчĕç, тет. Вара çавăнтан кайран çав çынна тус туса, ăна туй хăти тесе калатьчĕç, тет. Хăш çĕрте, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тунă. Ĕçсен-ĕçсен, кленчисем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле кайнă та, кĕл-кĕллесе çул тăваткалне кĕленчисене лартса хăварнă. Çапла чире усатса янă пулать вара.
См. также:
туй тапранни туй ту туй ӳкерекен туй ӳкни « туй хăти » туй халахĕ туй хуран туй эреххи туй-çи туй-çуй